
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Никифор Мранькка чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл Куславкка районӗнчи Пилешкассинче ҫуралнӑ. Чиркӳпе прихут шкулӗнче вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ, ҫав шутра матрос та, вӑрман тиекен те пулнӑ.
1925 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна вырӑнти ял совечӗн председательне лартнӑ, тепӗр ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Чӑваш АССР халӑх комиссариачӗн коллеги пайташӗ пулма шаннӑ.
1931 ҫулта вӑл Мускаври кинематографистсен институтӗнчи киносценаристсен ҫулталӑклӑх курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1938 ҫулччен «Чӑвашкинора» сценарист пулнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл 1933–1938 ҫулсенче «Союзкинохроникӑн» чӑваш студийӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ. 1938–1942 ҫулсенче «Ленин ялавӗпе» хаҫат редакторӗнче тимленӗ. 1942 ҫулта вӑл Хӗрлӗ ҫарта политика ӗҫченӗ пулнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Куславкка районӗнче партин райкомӗнче агитаципе пропаганда пайӗн заведующийӗнче, райӗҫтӑвкомра культура учрежденийӗсен пайӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.
Никифор Мранькка 1973 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Куславккара пытарнӑ.
Унӑн уйрӑмах паллӑ хайлавӗ — нумай томлӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗ. Асӑннӑ роман тӑрӑх Чӑваш академи драма театрӗнче спектакль те лартнӑ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Сӗнтӗрвӑрри хулинче харӑсах 8 дача ҫунса кайнӑ.
Ку йӑлтах – типӗ курӑк ҫуннине пула. «Дружба» сад юлташлӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 1 гектара яхӑн лаптӑк ҫинче ҫулӑм алхаснӑ. Шел те, ӑна пула дачӑри 8 ҫурт ҫунса кайнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал пӗрремӗш хут типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗх Куславкка округӗнче ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Унта Елчӗк ялӗ хӗрринче 2000 тӑваткал метр ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ.

Чӑваш Енре 10 культура ҫуртне ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун валли 28,5 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ку укҫапа пысӑках мар ялсенче культура ҫурчӗсене аталанма пулӑшӗҫ: Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай округӗнче культура ҫурчӗсем пулӗҫ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ сасӑ тата ҫутӑ хатӗрӗсем туянӗҫ, сӗтел-пукана ҫӗнетӗҫ, юсав ӗҫӗсем тӑвӗҫ. Ҫакна йӑлтах куракансемшӗн тата пултарулӑх ушкӑнӗсемшӗн хӑтлӑ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ.

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑнтӑрла Куславкка округӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек тӗслӗх ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пӗрремӗш пулнӑ.
Типӗ курӑк Елчӗк ялӗ патӗнче ҫуннӑ. Ҫулӑм пӗтӗмпе 2000 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ – ҫулӑмпа асӑрханманни.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе республикӑра пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫак тапхӑрта вӑрманта, ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть.

«Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсӑн республика тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Финала тӗрлӗ округри 23 педагог хутшӑннӑ. Вӗсем пурте уҫӑ уроксем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, хӑйсен методикисемпе паллаштарнӑ. Йӗркелӳ комитечӗ 8 лауреата суйланӑ. Ҫӗртерӳҫӗ ятне вара чыславра кӑна пӗлтерӗҫ.
Сакӑр лауреат йышӗнче ҫаксем: Елчӗк округӗнчи Кристина Александрова, Шупашкарти Анна Виноградова, Шупашкар округӗнчи Татьяна Григорьева, Улатӑр округӗнчи Ольга Крисанова, Куславкка округӗнчи Людмила Новикова, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Татьяна Соколова, Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Тарасова, Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Наталья Шипунова.
Чыславра ҫӗнтерӳҫӗ ятне палӑртсан вӑл Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри тапхӑрта хатӗрлемешкӗн хатӗрленме тытӑнӗ.

Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта тата Куславкка районӗнчи Энтри Пасарӗнчи вулавӑшра паллӑ ҫыравҫӑсемпе тата театр ӗҫченӗсемпе тӗлпулусем иртнӗ.
«Кӗнеке + Театр» ят панӑ мероприятие Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен союзне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Тӗлпулӑва вулавӑш ӗҫченӗсем, учительсем, вулакансем тата аслӑ классенче вӗренекенсем пырса ҫитнӗ.
Хӑнасен йышӗнче чӑваш халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Асамат; Николай Максимов прозаик, журналист, куҫаруҫӑ; Раиса Воробьёва писатель тата педагог пулнӑ. Унсӑр пуҫне сумлӑ та ӑста ҫынсенчен пуҫтарӑннӑ йышпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн пултаруллӑ артисчӗ Виталий Сергеев ҫӳренӗ.

Чӑваш Енри спортпа энергетика отраслӗн ветеранӗ Альберт Кудрявцев 90 ҫул тултарнӑ.
Альберт Васильевич Куславкка районӗнчи Кивӗ Тӗрлемес ялӗнче ҫуралнӑ. Вал ытти танташӗ пекех ачаллах колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ветеран ӗнентернӗ тӑрӑх, вуннӑрах сӳрелеме тата сухалама пуҫланӑ.
Альберт Васильевич Сартури ял хуҫалӑхӗн механизацийӗн институтӗнче вӗреннӗ. Ун чухне грекпа рим кӗрешӗвӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. 1960 ҫулта вӑл СССР спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ.
Альберт Васильевич Сарту тата Чулхала облаҫӗсенчи энергетика сечӗсен предприятийӗсен ертӳҫинче ӗҫленӗ.
Пулас машӑрӗпе, Неля Александровнӑпа, аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне паллашнӑ. Ывӑлпа хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсем те энергетика отрасльне суйласа илнӗ.
2006 ҫулта ҫемье тӑван тӑрӑхне куҫса килнӗ.

Чӑваш Енре вӑхӑтлӑха теле- тата радиовещание чарса лартӗҫ. Анчах пур округра та мар. Ку пилӗк округа пырса тивет.
Паян 10:00-16:00 сехетсенче Куславкка округӗнчи Елчӗк ялӗнче эфир пулман. 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен вара Етӗрне округӗнчи Канаш ялӗнче трансляци пулман.
Ыран, акан 1-мӗшӗнче, 11:00-17:00 сехетсенче Елчӗк округӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче эфира чарса лартӗҫ. Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вара 10 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Вӑрнар округӗнчи Малти Ишек ялӗнче трансляцие чарӗҫ. Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Хуракасси ялӗнче 10 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен эфира чарӗҫ.
ЧР Цифра министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, планра палӑртнӑ профилактика ӗҫӗсем пулӗҫ.

Муркаш округӗнчи Оринин ялӗнче пурӑнакан Дмитриевсем изумруд туя паллӑ тунӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, вӗсем ЗАГСра пӗр-пӗрне ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ.
Николай Никоноровичпа Галина Николаевна ветеринари пунктӗнче паллашнӑ. Николай унта фельдшерта ӗҫленӗ. Галина вара выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе литература илме килнӗ. Ҫапла паллашса кайнӑ вӗсем. Ҫапла ҫамрӑксем 1971 ҫулта пӗрлешнӗ. Дмитриевсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ.
Николай Никонорович ӗмӗр тӑршшӗпе ветеринарта ӗҫленӗ, «Ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ят илнӗ. Галина Николаевна Куславкка округӗнчи Тӗрлемесре бухгалтер курсне пӗтернӗ. Малтан ял канашӗнче, унтан перекет кассинче ӗҫленӗ.
Николай Никонорович кӗнеке вулама юратать. Ҫулталӑкне 70 кӗнеке ытла вуласа тухать, хайлавсене мӑшӑрне каласа кӑтартать. Галина Николаевна вара ӑна итлеме питӗ юратать.

Паян Куславкка округӗнчи Энтри Пасар ялӗнче авариллӗ ҫуртра пушар пулнӑ. Пушар Ҫамрӑксен урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫулӑм тухни пирки ҫур ҫӗр иртни 15 минутра хыпарланӑ.
Пушар авариллӗ ҫуртри икӗ пӳлӗмлӗ хваттере ярса илнӗ. Шел те, инкексӗр пулман. Пушара сӳнтерсен хӗрарӑм виллине тупнӑ.
Кунсӑр пуҫне авариллӗ ҫуртри тепӗр тӑватӑ хваттер шар курнӑ. Ҫавӑн пекех ҫурт тӑррин 400 тӑваткал метр лаптӑкӗ сиенленнӗ.
Хальхи вӑхӑтра уҫӑ ҫулӑма сӳнтернӗ. Халӗ пушар мӗне пула тухнине уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
